Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри ачасене ҫуллахи вӑхӑтра канма кайма путёвкӑсем пама пуҫлӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявленисене пӗрлехи автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Ҫак ӗҫ тӑватӑ тапхӑрпа пулса пырӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсем йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчен заявленисем йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Канаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ывӑл-хӗрӗ пурӑнакан шкулсенче ыйтса ҫырайӗҫ; ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкар хулинчисен заявленийӗсене шкулсенче йышӑнӗҫ; ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн — ытти мӗнпур районпа хулара.
Хула тулашӗнчи уйлӑхра 21 кну канма 14 962 тенке ларать, санатори-уйхлӑхра талӑкри хак — 935 тенке, хула тулашӗнчи уйлӑхсенчи профильлӗ сменӑсенче пӗр талӑкшӑн — 784 тенке. Ашшӗ-амӑшне путёвка хакӗ пӗр пайне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Тупӑша кура — 5 процентран пуҫласа 50 процент таран.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫейри 11 регионта культура ҫурчӗ тумашкӑн 282,9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку укҫапа 16 культура ҫурчӗ ҫӗклӗҫ.
Ҫӗнӗ клубсем Адыгея, Алтай, Кабарда-Балкар, Карачай-Черкесск, Чӑваш республикисенче, Хабаровск крайӗнче, Архангельск, Астрахань, Воронеж, Курган, Чулхула облаҫӗсенче пулӗҫ.
Пирӗн республикӑра ку укҫапа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартӗҫ. Вӑл 300 вырӑнлӑ пулӗ. Ку тӗллевпе 40 миллион та 170 пин тенкӗ килӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ: ГАЗель тата «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри паташалӑх автоиспекцийӗ пӗлтерет.
Инкек М-7 автоҫулӑн 586-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Шел те, авари ҫухатусӑр пулман: икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Унти водитель тата пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. ГАЗель водителӗ аманнӑ. Аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсем ҫамрӑк – 20-30 ҫулсенчисем.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ авари пирки те пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Патӑрьелтен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫине КамАЗ кӗрсе кайнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Канашра пурӑннӑ ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. 1987 улхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ Евгений Федорова юлашки хут кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче курнӑ. Ун чух вӑл Канаш районӗнчи Хунав ялӗнчен юлташӗ патӗнчен тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑҫта ҫитнине тата унпа мӗн пулса иртнине никам та пӗлмест.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем арҫын ҫухалнине кура пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Евгений Федоров хура тӗслӗ колпакпа, кӑвак джинс шӑлаварпа, тӗксӗм сӑрӑ ҫыхнӑ свитерпа, «РЖД» элемлӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Урине ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли шнуроклӑ, хура ботинка, хура нуски тӑхӑннӑ. Начар тата вӑрӑм арҫыннӑн ҫӳҫӗ хура, кӑтрарах. Хырӑмӗ ҫинче аппендицит тунӑ хыҫҫӑн ҫӗвӗ юлнӑ. Сулахай кӑкӑрӗ тӗлӗнче «ВДВ» тата «А (2) +» тесе ҫырнӑ татуировка пулнӑ. Утнӑ чух ури чапрасси сисӗнет.
Ҫул ҫывӑхӗнчи е ытти меллӗ вырӑнти кашни ялах хальхи вӑхӑтра аталанса-сарӑлса-пысӑкланса пырать. Вӑл тӑрӑхрисем кӑна мар, аякрисем те куҫ хываҫҫӗ вӗсене: ҫурт-йӗр хӑпартаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ те сарӑлса пынӑ. Унта ҫӗнӗ урамсем ӳссе ларнӑ. Анчах газ пулман. Ҫавна май «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществи унта газ пӑрӑхӗ хурса панӑ. Ҫапла вара Карӑклӑри Смирнов, Шевгень, Тихонов, Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулӗ урамсенче тӗпленнисем кӑвак ҫулӑмпа ыр курайӗҫ. Асӑннӑ урамсенче уйрӑм ҫурт хӑпартма 166 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав шутра — нумай ачаллисем валли те.
Газ пӑрӑхне 5,8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ун валли Чӑваш Енӗн газ кӗртмелли программипе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫӑлас тесе мӗнпур укҫине тӑкакланӑ. Анчах, шел те, нухрата ҫилпе вӗҫтерни кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Нумаях пулмасть хӗрарӑм полицие килсе заявлени ҫырнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла унӑн упӑшки вӑйлах чирлесе ӳкнӗ, пульницӑра сипленни усӑ паман. Мӑшӑрне ҫӑлас тесе вӑл тӗнче тетелне кӗрсе сиплевҫӗ тупнӑ, унпа ҫыхӑннӑ.
Лешӗ хӑйӗн «юмахне» пуҫланӑ: упӑшкине такам пӑснӑ-мӗн, ӑна сиплемешкӗн ятарлӑ ҫуртасем кирлӗ. Ҫавӑнпа «сиплевҫӗ» вӗсене туянмашкӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ.
Пӗрремӗш сеансра хайхискер 1000 тенкӗ тӑракан ҫуртасемпе сиплемеллине каланӑ, темиҫе кунран хакланнӑ – 2000 тенкӗ. Темиҫе уйӑхра ултавҫӑ самаях укҫа сӑптӑрса илнӗ: пӗтӗмпе 805 пин тенкӗ. Юлашкинчен «сиплевҫӗ» Канаш районӗн хӗрарӑмӗпе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫыхӑннӑ, каллех укҫа ыйтнӑ: 50 пин тенкӗпе сеанс вӗҫленет-мӗн. Анчах мӗнпур укҫине ӑна куҫарса панӑ хӗрарӑмӑн пӗр пус та юлман. Вӑл упӑшкине сыватас тесе малтан кивҫен те илнӗ. Укҫа ҫуккине пӗлнӗ хыҫҫӑн «экстрасенс» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, халӑх тетелӗнчи страницине те блокировка тунӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Александр Мясниковӑн «Ту леш енче ҫил макӑрать» кӗнекине тишкернӗ. Кун пирки вулавӑшӑн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ольга ҫырнӑ тӑрӑх, калаври тӗп сӑнар — Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Руслан Желудкин паттӑр пограничник. Вӑл 11 ҫула яхӑн Дагестанра хӗсметре пулнӑ. Шел пулин те, чӑваш каччи килне таврӑнайман. 2010 ҫулта Руслан паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Руслан Желудкин подполковника Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ... Вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ вӑл ӑна.
Вулавӑш ӗҫченӗ ларӑва пограничниксем хутшӑнни уйрӑмах паха пулнине палӑртнӑ, ҫавӑншӑн вӑл вӗсене тав тунӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнче амӑшӗпе хӗрне машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав кун 18 сехет те 20 минутра автобус Канаш районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнуран иртсе ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑннӑ. Салонран 48 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 16-ри хӗрӗ тухнӑ та автобус хыҫнелле кайнӑ, айккинелле пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасантан Нурӑс еннелле «Лада Веста» пынӑ. Водитель ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хӗрарӑмпа хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Красноармейски районӗнчи 24-ри каччӑ ларнӑ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
«ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 11 сехетсенелле Шупашкарта Канаш район ҫынни 9 хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх вӑл унта «Алста» управляющи компанинче платник пулса ӗҫленӗ, ҫурт тӑррине вара юр тасатма хӑпарнӑ.
Пӑтӑрмах 324-мӗш стрелок дивизийӗн 4-мӗш ҫуртӗнче пулса иртнӗ. Тӳрех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ, анчах тухтӑрсем арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |